посылать поклон, привет; кланяться, приветствовать. Изамб. Т. Пурне те салам кала (кланяйся). N. † Шурти шур куяна салам кала: ан кышлатăр ăвăс хуппине. Орау. Салам кала аçусене, киле çитсен. АПП. † Сар ачана курсан, салам кала: ан вылятăр хура хĕрпеле.
Салам кала посылать / послать поклон [привет] кому; кланяться / поклониться кому, приветствовать / поприветствовать кого.
Инкемĕрсем-çеçкемĕрсем, Сире савса, вутран тухса, Мире савса, черкке тытса, Салам калаттăмăр туйра. В. Урташ. Ман туссене кама пĕлетĕн, манран салам кала. И. Терентьев. Урасăр таврăннă вырăс салтакĕ салам каласа ячĕ, те. В. Ухли. Çĕр салам каланă, юхнă Çырмара таса çăл шывĕ. А. Алка.
Çавăн пекех пăхăр:
салакайăк холчи салам салам ăсатни салам иртерни « салам кала » салам калаттарни салам курки салам кустарни салам пар салам хочĕ